Классный час "Блокада Ленинграда", посвящённый дню полного освобождения от блокады - 27 января 1944 года

Классный час "Блокада Ленинграда", посвящённый дню полного освобождения от блокады - 27 января 1944 года

Классный час о  блокаде Ленинграда 


С учащимися 11 класса был проведен классный час "Блокада Ленинграда", посвящённый дню полного освобождения от блокады - 27 января 1944 года. Цель данного мероприятия - воспитание патриотизма, чувства гордости за свою страну, за свой народ.


Фашисты говорили, что Москва – это сердце России, а Ленинград – её душа. Они считали, что как человек не может жить без души, так и страна потеряет свой боевой дух, когда лишится Ленинграда. Поэтому один из основных ударов они направили на город с целью стереть его с лица земли. 10 июля 1941 года немецкие войска начали наступление на Ленинград.

Блокада Ленинграда – самая страшная осада города в военной истории человечества, длилась 872 дня. Это неслыханное испытание человека на человечность, достоинство, любовь к близким, сострадание, сердечность. Испытания были ежедневными, страшными… За годы блокады погибло, по разным данным, от 600 тысяч до 1 миллиона человек. Нужно и важно помнить, какой ценой была завоевана Победа.

Ребята ещё раз вспомнили своих родных, участников освобождения Ленинграда.

В беседе учащиеся узнали новые факты из истории блокады, о подвигах простых мирных жителей, которым пришлось пережить ужас голода, бомбёжек, и найти в себе силы выжить и выстоять.

Правнук Победы Смирнов Аркадий рассказал о своем двоюродном дедушке Смирнове Михаиле Николаевиче, участнике прорыва блокады Ленинграда.

- 1941-мӗш ҫулхи июнӗн  22-мӗшӗнче нимӗҫ фашисчӗсем сӗмсеррӗн пирӗн ҫӗр-шыв ҫине тапӑннӑ. Пӗтӗм халӑх, Тӑван ҫӗр-шыва хӳтелеме харӑссӑн тӑнӑ.

Ман асатте Смирнов Михаил Николаевич, вӑрҫа иккӗмӗш куннех тухса кайнӑ. Унччен малтан виҫӗ ҫул хушши границӑра пограничник пулнӑ. Килте унӑн арӑмӗпе ултӑ уйӑхри хӗрӗ Люся юлнӑ. Поездсемпе икӗ кун хушшинче асаттесене вӑрҫӑн малти речӗсене ҫиттернӗ. Ладога кӳлли патнелле ҫитернӗ.

Малтанах вӗсен автоматсем те пулман. Икӗ салтака пӗр винтовка ҫеҫ лекнӗ. Нимӗҫсем питӗ вӑйлӑ пулнӑ пирки асаттесем чакса пынӑ. Вӗсен батальонӗ ыттисенчен татӑлса юлнӑ. Нимӗҫсем вӗсене хупӑрласа илнӗ. Вара вӗсен хупӑрласа илнӗ ункине татса тухмалла пулнӑ. Пилӗкҫӗр ытла салтакран вӗсем вунпилӗккӗн  ҫеҫ юлнӑ. Батальн командирӗ вӗсене  ыталаса  макӑрнӑ. 

Кайран хамӑрӑннисем  патне ҫитмелле пулнӑ. Вӗсем вӑрман тӑрӑх кайнӑ. Каллех нимӗҫсем патне ҫитсе тухнӑ. Татах тармалла пулнӑ. Вара вӗсем анса ӳкнӗ мӑнӑ чӑрӑш айне пытанса юлнӑ. Нимӗҫсем автоматсемпе персе иртсе кайнӑ. Ун  хыҫҫӑн вӗсем хамӑрӑннисем патне тинех тухнӑ.

Асаттесен каллех Ладога кӳлли урлӑ каҫмалла пулнӑ. Паром ҫинче салтаксем пӗтӗм лашасемпе, тупӑсемпе пулнӑ. Ассатте вара: "Хам та пӗлмесӗр - тет - катер ҫине моряксем патне кайса лартӑм", - тет. Кӑштах кайсанах вӗсем ҫине  нимӗҫ самолечӗсем бомбӑсем пӑрахма пуҫланӑ. Вӗсен паромӗ ҫине бомба лекет те паром путма пуҫлать. Вара моряксем, парома ҫеклетнӗ тросне татса яраҫҫӗ те маллала ытнӑнаҫҫӗ. Паромӗ путать.  Самолечесӗм хыҫҫӑнах бомбӑсем пӑрахса пыраҫҫӗ, анчах лектереймеҫҫӗ. Вӗсем тарса хӑтӑлаҫҫӗ.

Асатте каланӑ тӑрӑх, вӑл штыковой атакӑна виҫӑ хут кӗнӗ. Вӗсенчен  те чӗрӗ тухнӑ. Штыксем чакӑртатни те салтаксем аманса кӑшкӑрни ҫеҫ илтӗнсе тӑнӑ. Питӗ хӑрушӑ пулнӑ пирки, вӗсен  сӑнӗсем те тӑпра тӗслӗ пулса ларнӑ.

Ҫапла чакса пырса Ленинград блокадине лекет вӑл. Вӗсене 250 грамм ҫӑкӑр ҫеҫ панӑ. Нумайӑше выҫа-выҫа вилнӗ. Вӑйӗсем те юлман вӗсен. Блокада вӑхӑтӗнче асаттене  танк ҫине уйӑрса илсе каяҫҫӗ. Танк ҫинче заряжающий пулать. Блокада хыҫҫӑн пӗрремӗш Беларусский фронтӑн ударный армине лекет. Хуларан хулана ирӗке кӑларса пынӑ Совет ҫарӗсем.

Ҫак танк  ҫинче ялан малти ретре пулса Берлина ҫитет. 1945 ҫулхи  майӑн  9-мӗшӗнче фашистсене ҫапса аркатнӑ. Ҫӗнтерӳ  кунӗ. Манӑн асате киле вун тӑхӑр кун хушши килнӗ. Вӑрҫӑран килсен, малтан  арӑмне, Зоя Кузьминичнӑна  ыталаса чуп туса илнӗ. Унӑн хӗрӗ 5 ҫулса ҫитнӗ пулнӑ.  Эрне хушши  ҫатмараҫҫипе хаваланӑ хӑйӗн ашшӗне. "Пирӗн атте вӑрҫӑра, тухса кай кунтан, " - тесе вӑрҫнӑ тет пӗчӗк Люся.

Ҫапла вӑрҫӑ  кунӗсене шӑла ҫыртса  тӳснӗ.

Источник: Обучающийся 11 класса Смирнов Аркадий

Фотогалерея