Москакассинчи вăтам шкулта Çĕнĕ çул уявĕ иртрĕ
Хĕл Мучи, вăл, Хĕл Мучи!
Сивĕ шартлама хуçи!
Тахçанах ăна кĕтетпĕр.
Хĕл Мучи! Килсем, килсем!
Чãрãша илем кÿрсем.
Москакассинчи вăтам
шкулта Çӗнӗ ҫул уявě иртрě. Малтан кĕçĕн класс ачисем, унтан
аслă классем Хĕл Мучипе Юр пикене
сӑвӑсемпе, юрӑсемпе, ташӑсемпе, шӳтсемпе кӗтсе илчĕç. Екатерина Александровна Бирюковăпа Ирина
Ивановна Пушкина вĕренӳри хастарсене
дипломсем парса хавхалантарчĕç. Лазарь
Борисович Царева асăнса ирттернĕ шахмат турнирĕнче, Василий Федорович Смирнова
асăнса шашкăлла выляса ирттернĕ турнирта
çĕнтерекенсене асăнмалăх парнесемпе грамотăсем
пачĕç.
Ёлка, ёлка, симĕс ёлка,
Йăлтăр симĕс теттесем.
Хĕл Мучи ĕнтĕ пурне те
Парса тухрĕ парнесем.
Хĕл Мучипе Юр пикене ăсатса ятăмăр.
Кайран татах тăраниччен юрларăмăр, ташларăмăр, савăнтăмăр.