Тӗрӗре чăвашăн чунӗ тесе ахальтен каламаççӗ-тӗр çав...

Тӗрӗре чăвашăн чунӗ тесе ахальтен каламаççӗ-тӗр çав...

Ноябрӗн 26-мӗшӗнче Чăваш Республикикнче Чӑваш тӗррин кунне уявлаççӗ. Ачасем çак уявпа питӗ кăсăкланни сисӗнет. Тӗрӗре чăвашăн чунӗ тесе ахальтен каламаççӗ-тӗр çав. Савãнпа та чãваш тěррипе анлãрах паллашма чãваш чěлхипе литературине вěрентекен Васильева М.В. ачасене шкул музейне йыхравларě. «Тӗрӗ – халӑхӑн чӑн-чӑн пуянлӑхӗ. Вӑл тӗнче культурин эткерлӗхӗн пӗр пайӗ шутланать. Тӗрӗ тӑван халӑхӑмӑрӑн чунне, унӑн шалта пытаннӑ кӑмӑлне, тӗнче курӑмне уҫса парать. Чӑваш тӗррипе капӑрлатнӑ сӑмса тутри-и вӑл е кӗпе-и – кашни хатӗрте хӑйӗн асамлӑхӗпе вӑрттӑнлӑхӗ пур», - терě Марина Вячеславовна.Чãнах та, чӑваш тӗррин илемӗ такам чунне те канӑҫтарма пултарать, куҫа илӗртет.


Источник: Чãваш чěлхипе литературине вěрентекен Васильева М.В.

Фотогалерея