Чӳк уйӑхӗн 26- мӗшӗ - чӑваш тӗррин кунӗ. Ҫак кун 6-мӗш класра вӗренекенсем чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллашрӗҫ. Мӗн тери илемлӗ авалтан паянхи кунччен сыхланса юлнӑ халӑх пуянлӑхӗ. Ачасем хӑйсем пӗлекен тӗрӗ-эреш ҫинчен хаваспах каласа пачӗҫ, асаннесемпе кукамайсен капӑрлӑхӗсем ҫинчи тӗрӗсен пӗлтерӗшне тӗпчерӗҫ. Унтан ачасем хӑйсене килӗшекен тӗрӗсене хут ҫине ӳкрӗҫ, паянхи уяв историйӗ ҫинчен нумай ҫӗннине, интереслине пӗлчӗҫ. Хут ҫинчи тӗрӗсене пир ҫине куҫарма хаваспах килӗшрӗҫ.
Чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхӗ
Источник:
Чãваш чěлхипе литературине вěрентекен Пушкина И.И.