Профиллӗ уйлав вӗҫленчӗ

Профиллӗ уйлав вӗҫленчӗ

Профиллӗ уйлав вӗҫленчӗ

 

Шăнкăрав сассипе класа чупмалла мар пулин те, ачасем çапах юратнӑ шкулалла  васкарӗҫ. Вĕсенче вăхăта кăсăклă тата усăллă ирттерме Москакасси шкул çумĕнчи "Ҫулла тавра 21 кунта" ятлӑ профиллӗ кану уйлавӗ йĕркелерӗҫ.

 Шкулти кану уйлавӗн программи пуян пулчӗ. Вĕрентекенсем ачасен вăхăтне хаваслă йĕркелеме тăрăшрӗҫ. Кашни кун тĕрлĕ ĕç-пуç иртрӗ кунта: ачасем ӳнерпе театр ăсталăхне туптарӗҫ, тĕрлĕ предметпа кружоксене  ҫӳрерӗҫ, спорт ăмăртăвĕсенче тупăшрӗҫ.

 Хальхинче те  вĕренекенсем валли ятарлă программа хатĕрленĕ. Вĕсем пĕлӳ çуртĕнче кашни кун 6 сехет пулчӗҫ. Çак тапхăрта вĕрентекенсемпе шкул ачисен хутшăнăвĕ çирĕпленчӗ, вĕренекенсем пĕр-пĕрне тепӗр енчен лайăхрах пĕлсе çитрӗҫ,- палăртрӗ уйлӑх ӗртӳҫи Васильева Марина Вячеславовна.

Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче уйлӑхра юлашки вуннӑмӗш кун. Уйлӑхри  воспитатель Семенова Ирина Валериевна уйрӑлу кун программине анлӑн хатӗрлесе,  йӗркелесе ирттерчӗ. Кашни  ушкӑн хӑйсен программине хатӗрленӗ. Шкулта кунӗпех юрӑ-кӗвӗ, савӑнӑҫлӑ ача сасси янӑрарӗ, ачасем  вӑйӑсем вылярӗҫ, ташларӗҫ, кулчӗҫ. 

Уйрӑлнӑ май кашни ушкӑн воспитателӗ ачасене ҫу кунӗсене тухӑҫлӑ, синкер-инкексӗр ирттермелли ҫинчен тепӗр хут ӑнлантарчӗ.

Профиллӗ уйлӑх вӗҫленчӗ.  Воспитательсемпе, вожатӑйсене чунне парса ӗҫленӗшӗн тав сӑмахӗсене чӑннипех те тивӗҫ.

 Анчах та шкулта тепӗр кану уйлӑхӗ тата тепӗр 11 кун ӗҫлӗ.   Ачасене малалла татах та кӑсӑклӑ  ҫу кунӗсем кӗтеҫҫӗ.

Фотогалерея