Пéтéм чáваш диктанчé-2024
Конкурсӑн тĕп тĕллевĕ – экологи культурипе çут çанталăка перекетлес тата ҫемье хаклӑхне ҫирӗплетме пулӑшакан çивĕч ыйтусене хускатнă илемлӗ литература текстне тупасси, ҫырма хатӗр диктант текстне хатӗрлесси.
Пĕрлĕхлĕ диктант – хăйне майлă пĕлÿ мероприятийĕ. Унта кăмăл тунă кашни çынах хутшăнма пултарать.
Пĕрлĕхлĕ диктантăн тĕп тĕллевĕ - тĕрĕс çырма пĕлнин кирлĕлĕхне, тăван чĕлхене вĕренме çăмăл мар, анчах интереслĕ тата усăллă пулнине кăтартса парасси, тăван чĕлхепе çырма тата калаçма кăмăл пур çынсене пĕр тĕвве пухасси.
«Пĕрлĕхлĕ диктанта» кашни кăмăл тунă çынах (ÿсĕмне, арçын е хĕрарăм, хăш тĕн çынни пулнине, пĕлÿ шайне, çемьеллĕ е пĕччен пулнине, епле профессире тăрăшнине шута илмеççĕ) хутшăнма пултарчĕ.
Мероприятие 20 çын хутшăнчĕ. Диктант çыракансен йышĕнче тава тивĕçлĕ учительсемпе преподавательсем, чăваш хастарĕсем, таврапĕлÿçĕсемпе библиотека ĕçченĕсем пулчĕç.
Пĕрлĕхлĕ диктант çырнисенчен кашниех акцие хутшăннине çирĕплетекен сертификатлă пуле.
Йĕркелÿçĕсен шучĕпе, акцие хутшăнни – хăвна хăв тĕрĕслени, хăвăнпа хăв ăмăртни.
Акцие йĕркелекенсем «Пӗтӗм чӑваш диктант 2024» хутшăннисене пурне те тав тăваççĕ.