Чãваш чěлхи кунне халалланã «Илемлě чãваш ташши ташлама пěлсен кãна, илемлě чãваш юрри юрлама пěлсен кãна» уяв концерчě иртрě

Чãваш чěлхи кунне халалланã «Илемлě чãваш ташши ташлама пěлсен кãна, илемлě чãваш юрри юрлама пěлсен кãна» уяв концерчě иртрě

 Паян, ака уйãхěн 24-мěшěнче, 1-4 классенче вěренекенскем илемлě зала пухãнчěс. Чãваш чěлхи кунне халалланã «Илемлě чãваш ташши ташлама пěлсен кãна, илемлě чãваш юрри юрлама пěлсен кãна» уяв концерчě иртрě . Кашни класс хастар пулчӗ. Юрлама, ташлама, сӑвӑ калама пултаракан ӑстасем нумай пирӗн. Авалхи юрӑсем те, хальхисем те янрарӗҫ паян, хӗрсем те шур акашсем пек сӑпайлӑ шуса ташласа савӑнтарчӗҫ. Пурãнать-ха тӑван чӗлхемӗр. Пирӗн шкулта чӗрех вӑл, уҫҫӑн янãрать. Пулас артистсене вара ӑнӑҫу сунатпӑр, кирек ӑҫта кайсан та, кирек кампа пулсан та тӑван чӗлхемӗре упрӑр

Москакасси культура çурчěн ертӱçине Галина Георгиевна Голубевãна пысãк тав сãмахě калатпãр, вãл маттур ачасене Хисеп хучě парса чысларě. 

Фотогалерея