Тěл пулу питě усãллã иртрě

Тěл пулу питě  усãллã иртрě

Кãçал Раççей Федерацийěн президенчě Владимир Владимирович Путин Указěпе 2024 çула Семье çулталãкě тесе палãртнã. Савна май эпир паян хамãр пата нумай çул «Передовик» совхоза ертсе пынã, ял хушшинче хисепе тивěç Николай Витальевич Потрякова тата унãн мãшãрне  Мила Викторовнãна хãнана чěнтěмěр.Вěсем ачасене  хãйсен пурнãçě, ěçě-хěлě пирки  каласа пачěç. «Сывлãха упрамасан кайран укçапа илеймěн. Савãнпа та  спортпа туслã пулмалла, усãллã апат-çимěç çимелле, ěçрен хãрамалла мар, атте-аннене, пěр-пěрне хисеплемелле, çěршыва юрãхлã çынсем пулмалла.»- терě Николай Витальевич. Мила Викторовна та çемье вучахě пěр-пěрне  ãнланса, хисеплесе пурãннинчен, килěштерсе ěçленинчен килнине палãртрě.  Хисеплě мãшãр  виçě ача çуратса пурнãç çулě çине кãларнã.  Халě  вěсем вунã мãнукпа  тата 5 кěçěн мãнукпа савãнса пурãнаççě.

Тěл пулу питě  усãллã иртрě.  

Фотогалерея