Шкулти кану лагерĕ уçăлчĕ

Шкулти кану лагерĕ уçăлчĕ

Шкулти кану лагерĕ уçăлчĕ


Чăваш Республикинче кăçал телейлĕ ачалăх çулталăкĕ. Республикăри кашни шкул ҫумӗнче кӑҫал лагерь ӗҫлемелле. Пӗтӗмпе ҫавсем пиншер арҫын ачапа хӗрачана йышӑнӗҫ.
Вӗренӳ министерстви хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх ачасем уйлӑхра вӑхӑта кӑсӑклӑ та хаваслӑ ирттерессишӗн аслисем чунтан тӑрӑшӗҫ.
Москакасси шкулĕнче те кану кунесем йĕркелерĕç.Тин çеç шкулта вĕренÿ çулĕ вĕçленчĕ. Çĕртме уйăхĕ çитрĕ. Вĕренӳ кунĕсем хыçа юлнӑ хыççăн умра хаваслă каникул кунĕсем. Ачасем каникула савăнса каяççĕ. Мĕн чухлĕ савăнăç илсе килет вăл ачасем валли. Халĕ кашни ача умĕнче пĕртен-пĕр ыйту: ăшă çу кунĕсене мĕнле ирттерес? Москакасси вăтам шкулĕнчи ачасене çак ыйту çине хуравлама шкул администрацийĕ пулăшрĕ. Вăхăта савăнăçлă, усăллă ирттерме юратакансем шкул çумĕнчи уйлăха çӳреме пуçларĕç. Çĕртме уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен пуçласа çирĕм çиччĕмĕшĕччен «Çулла тавра 21 кунта» ятлă 80 ачаллă лагерь, вунă кун ĕçлекен 15 ачаллă профильлĕ лагерь ĕçлĕç. Ачасене кашни кун 116 тенкĕллĕх икĕ хут апатлантарма йышăннă. Кăçал уйлăха ертсе пыраканĕ Марина Вячеславовна Васильева.
Воспитательсем:
1. Поркина Елена Владисовна (1 класс)
2. Поркина Олеся Валентиновна (1 класс)
3. Кожевникова Ирина Федоровна (2 класс)
4. Парандеева Алина Валерьевна (2 класс)
5. Щукина Анастасия Юрьевна (3 класс)
6. Ванюшкина Любовь Витальевна (3 класс)
7. Семенова Ирина Валериевна (4 класс)
8. Столярова Оксана Николаевна (4 класс)
9. Угасин Вячеслав Геннадьевич Физкультурăпа спорт ертÿçи.
Уйлăха 95 ача çÿрет. Çамрăк вожатăйсем çаксем: Тимофеев Арсений, Яковлев Артемий, Андреева Вика, Парандеева Аня, Дмитриева Нелли. Хĕрсемпе каччăсем хăйсен хăвачĕпе, кăмалĕпе лагере çÿрекен ачасене ĕçсĕр, хуçăк кăмăлпа кулянса ларма памаççĕ.
Акă вăл чи чаплă, савăнăçлă самант. Шкул директорĕ Бирюкова Екатерина Александровна уйлăх уçăлнă ятпа пурне те саламларĕ. Отряд командирĕсем лагерь ялавне хăпартрĕç. Çапла вара çак кунтан уйлăх ĕçлеме пуçларĕ Линейка хыççăн концерт пулчĕ. Пурте малтан юрă юрларĕç. Ун хыççăн питĕ илемлĕ ташасемпе киленчĕç. Хăйсене кăмăла кайнă юррасене юрласа савăнтарчĕç. Чаплă концерт хыççăн – кăнтăрлахи апатлану.
Юлашкинчен ачасем вали чаплă дискотека.
Дискотека хыççăн пурте туслăн урамра пухăнса тăчĕç. Уйлӑх ӗртӳҫи Марина Вячеславовна тепĕр хут пурне те лагерь уçăлнă ятпа саламларĕ.
Ҫакăн пек интереслĕ вĕçленчĕ уйлăх уçнă кун.
Малалла ачасене татах та савăнăçлă, хĕвеллĕ кунсем кĕтеççĕ.

Фотогалерея