Москакассинчи кану лагеренчи иккӗмӗш кун

Москакассинчи кану лагеренчи иккӗмӗш кун

Москакассинчи кану лагеренчи иккӗмӗш кун


Лагере 1–7 классенче вĕренекенсем çÿреççĕ. Ӗнер ҫанталăк çумăрлă пулин те ачасем лагере кăмăлласах пычӗҫ. Паян хӗвелӗ савӑнса ӑшшӑн пӑхӑть. Ирех ачасем флешмоб ирттерчӗҫ. Вăйăсем, тĕрлĕ конкурссем, калаçусем пулчӗҫ уйлӑхра, Симӗс утрав ҫине похода та кайрӗҫ хĕр ачасемпе арçын ачасем. Москакассинчи вӑтам шкулти ачасен ҫуллахи кану уйлӑхӗ кӗрлесе ҫеҫ тӑрать. “Ҫулла тавра 21 кунта” уйлӑха ачасем хаваспах ҫӱреҫҫӗ, тивӗҫлипех канаҫҫӗ. Кун йӗркипе паян иккӗмӗш кун ачасем пӗр-пӗринпе паллашассине халалланӑ. Кашни ача хӑйӗн ҫинчен тӗрлӗ визитка хатӗрленӗ, хӑйсем ҫинчен каласа панӑ, хӑйсен пултаруллӑхӗпе паллашатарнӑ. Миҫе ҫул пӗрле шкула пӗр класа ҫӳренӗ юлташсем, туссем ҫинчен ҫӗннине пӗлме питӗ кӑмӑллӑ пулчӗ.
Кайран ушкӑнсенче пухусем ирттерчӗҫ. Ушкӑнсен ятне, командирсене суйларӗҫ.
1 ушкӑн ячӗ "Мӗншӗнкке" ("Почемучки"). Командирӗ Соколов Александр.
Вожатӑйсем Парандеева Анна, Захаров Николай, Бирюкова Виктория.
2 -мӗш ушкӑна иккӗмӗш классем пуҫтарӑннӑ. Ушкӑн ячӗ "Созвездие". Командирӗ Николаева Марина.
Вожатӑйсем Васильев Николай, Пушкина Кира, Андреева Виктория, Дмитриев Недели, Антонова Настя.
3-мӗш ушкӑн "Апельсинки" командирӗ Ильин Антон. Вожатӑйсем Ванюшкина Ксения, Белова Нелли, Парандеева Вероника, Николаева Александра, Падисова Люба, Ильина Валерия.
4-мӗш ушкӑн "Пираты Карибского моря" ят суйласа илнӗ. Командирӗ Волков Игнат. Вожатӑйсем Костин Михаил, Яковлев Артем тата Тимофеев Арсений.
Ушкӑн ӳнерҫисем хӑйсен кӗтесӗсене илемлӗн ӳкерсе кӑларчӗҫ.
Паян пӗтӗм уйлӑхпа ирттернӗ тема "Хӑв планетӑна хӑв сыхла". Столярова Оксана Николаевнапа Семенова Ирина Валерьевна воспитательсем ачасене "Симӗс утрав" ҫинче экологи уявне пухрӗҫ. Ачасем "Кариб тинӗсӗн пирачӗсем" ушкӑнӗн агитбригади кӑтартнӑ номерсене кӑсӑклансах пӑхса ларчӗҫ. Петров Егор, Бобыкин Тимофей, Белов Артем, Хораськина Нелли концерта питӗ ӑста ертсе пычӗҫ. Волков Игнат, Терентьев Глеб, Храмов Матвей, Тимофеев Сергей сӑвӑсем хумхантармалла вуларӗҫ. Пурте пӗрле экологсен гимне юрларӗҫ.
Уйлӑхра йӗркеленӗ мероприятисемсӗр пуҫне  шкулти уйлӑха ҫӳрекен ачасем тӗрлӗ клубсене ҫӱреҫҫӗ. Паян, тӗслӗхрен,  ирхи апат хыҫҫӑн ачасене чӑваш таврапӗлӳллӗхе кӑмӑллакансене шкулти музей ӗртӳҫи Поркина Олеся Валентиновна «Ылтӑн ҫӳпҫе» клубра кӗтрӗ. Ачасем кӗске вӑхӑт хушшинчех  истори вӑййисене вылярӗҫ, чӑваш халӑхӗн йӑли – йӗркине аса илчӗҫ. Яковлев Артем ӳнерҫӗ йӗркелесе панипе «Ылтӑн ҫӳпҫе»  ятпа хаҫат кӑларчӗҫ.  Хаҫатра ачасем  кану вӑхӑтне, лагерь пурнӑҫне чӑвашла ҫутатрӗҫ. Ӗнерхи ҫумӑрлӑ ҫанталӑк та ачасен кӑмӑлне хуҫмарӗ. Мӗншӗн тесен кану вӑхӑчӗ вӗресе ҫеҫ тӑрать. Пурте хавас та тулли кӑмӑллӑ.
Москакассинчи вӑтам шкулти “Ҫулла тавра 21 кунта” лагерьти кунсем асра юлччăр, хаваслă тата интереслĕ иртчĕр тесе тăрăшаççĕ воспитательсемпе вожатӑйсем.

Фотогалерея