Пурне те паянхи Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе чунтан саламласа...

Пурне те паянхи Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе чунтан саламласа...

Çулсеренех аслă вĕрентекенĕмĕр, чăваш çырулăхне пуçарса янă И.Я.Яковлев çуралнă куна – ака уйăхĕн 25-мĕшне – Чăваш чĕлхин кунĕ тесе паллă тăватпăр. Иван Яковлевич Яковлев çуралнãранпа 175 çул çитрě. Уява хамăр республикăра  кăна мар, аякра пурăнакан чăвашсем те чысласа хатĕрленеççĕ.  Мĕнле савăнмăн –ха çакăншăн!

 «Халăхăн ăс-тăнĕпе унăн пĕтĕм тĕнче курăмне тăван чĕлхе чун парать. Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук,» - тенĕ И.Я.Яковлев.

Чӑваш чӗлхи – халӑхӑн ӗмӗр сӳнми ӑс-тӑн чечекӗ. Чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан Иван Яковлевич Яковлев хӑйӗн халалӗнче ҫапла ҫырса хёварнё: «Туссем, тӑвансем, ытарайми чӑваш ҫыннисем! Мӗн ӗмӗрӗм тӑршшӗпех чунӑмпа, чӗремпе ҫунса пурӑнтӑм сирӗншӗн. Ан манӑр, астуса тӑрӑр ҫакна! Эсир хӑвӑр халӑхӑрӑн чӗлхинчен ютшӑнмасан, халӑх кӑмӑлӗ пӗтӗмпех сирӗн аллӑрта пулӗ!

Паян эпир аслã вěрентекенěмěре, хамăр чĕлхене сума суса чăвашла юрă-сăвă шăрантартамар.

Кашни класс тӗрлӗ енлӗ номерсем хатӗрленӗ. Чӑваш чӗлхи вӗрентекенсем, класс ертӳҫисем ертсе пынипе, ачасем тӑрӑшнипе уяв питӗ чаплá иртрӗ.

Фотогалерея