Тĕлĕнмелле «пахча»

Тĕлĕнмелле «пахча»

Тĕлĕнмелле «пахча» 🙂👍👍


Тинех тахçантанпах кĕтнĕ çуркунне çитрĕ. Хĕвел кунран кун çÿлерех хăпарать, кун тăршшĕ вăрăмланса пырать. Пахча-çимĕç, чечексем лартма вăхăт çитрĕ.
Москакасси вӑтам шкул ачисем, шкул ҫулне ҫитмен ачасем, эколятăсем, пыл хурчĕсем пек ĕçлеççĕ. Ашшĕ-амăшсем тăпра, вăрлăхсем илсе килчĕç, воспитательсемпе ачасем калчасем валли савăт-сапа, япаласем хатĕрлерĕç.
- Чи малтан сухан лартрăмăр. Кăшт ÿсе пуçланă сухан пуçĕсене сăнарăмăр, унтан вĕсене маларах хатĕрленĕ шăтăксем çине чиксе тухрăмăр. Вăрăм хĕл хыççăн хăв аллупа ÿстернĕ витаминсем питĕ те вырăнлă. Çавăн пекех салат, пăрçа, кăшман валли вырăн хăвартăмăр,-пуҫларӗ самаха Москакасси шкулӗнчи шкул ҫулне ҫитмен ачасен уйрӑмӗнчи Надежда Филимонова Захарова "Зайчата" ушкӑнӗнчи ачасен кӗҫӗн воспитателӗ. - Калчасене асăрханса та киленсе пăхрăмăр. Урăхла пулма та пултараймасть. Вĕсем кунран кун вăй илсе пыраççĕ, ÿсеççĕ, ачасене хăйсен симĕс тĕсĕпе савăнтараççĕ. Урамра юр выртать, ушкăнра вара çуркунне хуçаланать. Акă пĕрремĕш тухăçа пуçтарма вăхăт çитрĕ. Ачасене кашни кун пĕрер çулçă сухан параççĕ. Хăв аллупа ÿстернĕ симĕс çимĕçрен тутлăраххи мĕн пултăр?
- Çут çанталăкри ĕçĕн хăйне евĕрлĕхĕ пур, - калаҫӑва хутшӑнчӗ Светлана Витальевна Петровна , "Бельчата" ушкӑнӗн кӗҫӗн воспитателӗ. - Вăл – шкул çулне çитичченхи ачасене вăй çитнĕ таран тума пултаракан пĕртен-пĕр ĕç. Унăн тĕп тĕллевĕ – пахча-çимĕç çитĕнтересси. Ĕçĕн кăтартăвне ачасем лайăх ăнланаççĕ. Анчах çимĕçсем юмахри пек хăвăрт çитĕнмеççĕ. Çакă ачасенче вăй-хал тата ăс-хакăл тăрăшулăхне аталантарма пулăшать, кашни кун пурнăçламалли чăкăлтăш ĕçе хăнăхтарать. Кулленех пурте пĕрле пурнăçлакан ĕç ачасене пĕрлештерет, вĕсенче яваплăх туйăмне аталантарать, ĕçе юратма вĕрентет. Ачасем ĕç хатĕрĕсемпе усă курма хăнăхаççĕ, пахча-çимĕç çитĕнтерессипе хăнăхусем илеççĕ, ÿсен-тăрансем пирки пĕлĕвĕсене анлăлатаççĕ.
Москакасси шкулӗнче аслӑ классенче те эколги ыйтӑвне пирки манмаҫҫӗ. Акӑ саккӑрмӗш класс чӳрече янаххи ҫинчен тӗлӗнмелле тахча ҫитӗнет. Класс ӗртӳҫи Парандеева Алина Валерьевна чунне парса ӗҫлет.
- Ачасене тирпейлӗхе вӗрентме чылай тӑрӑшмалла. Тепӗр ачасем йӗркеллӗ ҫитӗннӗ калчана ним те мар тӑпӑлтарса ватма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пек ачасенчен чӑн ҫын тӑвас тесен тӗрлӗ меслетсем те усӑ курмалла. Ҫакӑн пек калча ҫитӗнтерни те усса каясса шанатӑп.
Килӗшетӗп. ешерччӗрех ӑшӑ шкулта ешӗл калчасем. Эпир те сиртен тӗслӗх илме тӑрӑшатпӑр.