Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче Юхма Мишшин "Шурҫамка"повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ спектакль премьеринче пултамар

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче Юхма Мишшин "Шурҫамка"повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ спектакль премьеринче пултамар

Пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 8-мӗш класра вӗренекенсем класс ертӳҫипе тата чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗпе Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче Юхма Мишшин "Шурҫамка"повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ спектакль премьеринче пулчӗҫ. " Шурҫамка" (История молодого волка) пьесӑра чӗр чунсен пурнӑҫне витӗмлӗ кӑтартнӑ, ҫынсемпе чӗр чунсем хушшинчи ҫыхӑнӑва уҫса панӑ. Спектакль хыҫҫӑн чӑваш халӑх ҫыравҫи Михаил Николаевич Юхма, спектакль режиссерӗ Борис Манджиев, инсценировка авторӗ Рената Насибуллина куракансемпе ҫавра сӗтел хушшинче пьесӑра хускатнӑ, хальхи вӑхӑтра та актуаллӑхне ҫухатман ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. "Шурҫамка" повеҫе 62 чӗлхене куҫарса тӗрлӗ халӑх вулаканӗсем патне ҫитернӗ. Пире те ҫак спектакль хайне евӗрлӗхӗпе , артистсен ӑсталӑхӗпе тыткӑнларӗ.

Фотогалерея