«Сăмах хăвачĕ» сăвă вулакансен 1-мĕш фестиваль-конкурсĕ иртре

«Сăмах хăвачĕ» сăвă вулакансен 1-мĕш фестиваль-конкурсĕ иртре

Кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕнче Муркаш муниципаллă округĕн А. Г. Николаев ячĕллĕ Калайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта Муркаш муниципаллă округĕн вĕренÿ организацийĕсен хушшинче «Сăмах хăвачĕ» сăвă вулакансен 1-мĕш фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» номинацире ачасем чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай сăввисене вуларĕç. Кунта Антонова Анастасия (5 класс), Мостова Полина (6 класс), Парандеева Вероника (8 класс) хутшăнчĕç. «Муркаш сасси» номинацире Муркаш районĕнче çуралнă поэтсен хайлавĕсене каларĕç. Кунта Павлова Диана (9 класс) Михаил Ахмане çырнă «Çĕр çынни» сăвва вуларĕ, 2-мĕш вырăн йышăнчĕ. Конкурса хутшăнакансене пурне те саламлатпăр.

Фотогалерея