Илертет куса чаваш терри... Чăваш тĕрри – асам тĕнчи.
Унта ман халăхăн шăпи,
Кун-çулĕ, савнăçĕ, хуйхи,
Мал ĕмĕтпе çут ăраскалĕ.
Çиçет хĕвел çӳл тӳпере,
Пĕтĕм тавралăх чĕрĕлет.
Чăваш тĕрри – çыруллă тĕрĕ,
Вăрттăнлăха уçма чĕнет
Паян, чук уйахен 26-мешенче, Чаваш терри кунне палла таватпар. Сак уява халалласа паян 5 тата 9 меш классенче веренекенсем шкул музейне пуханчес, чаваш терри илемепе киленчес, чăваш тĕррин тĕслĕхĕсемпе, вĕсен пĕлтерĕшĕпе те паллашрес.