Москакасси вăтам шкулĕнче вĕренекен ачасемпе вĕрентекенсем культура Çуртне яланах килсе çÿреççĕ. Акă паян та, мартăн 9-мĕшĕнче, Марина Вячеславовна Васильева 7-мĕш класс ачисемпе культура Çуртне çитрĕç. Малтанах вĕсене Г. Голубева залра йĕркеленĕ выставкăна пăхма йыхравларĕ.
Ачасене А.В.Брагина, ал-ĕç ăсти, хăйĕн ĕçĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Вăл каланине ачасем тимлесех итлерĕç. Ачасем панă ыйтусем çине те савăнсах хуравларĕ А.Брагина маçтăр. Вăл ачасене хăйĕн опычĕпе малашне те тĕплĕн паллаштарасси тата мастер-класс ирттересси пирки пĕлтерчĕ. Ку сĕнÿпе ачасем те интересленчĕç. Çывăх вăхăтрах культура Çуртĕнче вĕсемпе тĕл пуласси пирки пĕлтерчĕ пултаруллă ăстаçă.
Г.Голубева ачасемпе мастер-класс туса ирттерчĕ, хăйĕн ĕçĕпе паллаштарчĕ. Вăл ачасене биссерпа масмак тума вĕрентрĕ. Паллах, кĕске вăхăтрах çак ĕçе вĕренме çăмăлах мар. Ачасем çак ĕçе вĕренме культура Çуртне килесси пирки пĕлтерчĕç тухса каяс умĕн.
М.В.Васильева вĕрентекен ачасене çакăн пек интереслĕ те усăллă тĕл пулу йĕркелесе панишĕн тав сăмахĕ каларĕ, кунта ытти класра вĕренекенсемпе те çитесси пирки пĕлтерчĕ.
Ачасем культура ĕçченĕсемпе сыв пуллашса шкулалла çул тытрĕç.