Ачасем Москакасси культура Çуртĕнче вырнаçнӑ библиотекӑра

Москакасси культура Çуртĕнче вырнаçнӑ библиотекӑна июнĕн 26-мĕшĕнче Москакасси вӑтам шкулĕнчи «Смешарики» кану лагерьне çÿрекен ачасем килсе çитрĕç. Ачасемпе пĕрле учительсем тата вожатӑйсем пулчĕç. Вĕсене культура ĕçченĕсем хаваспах кĕтсе илчĕç. Ачасене библиотекарь Любовь Ванюшкина çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарчĕ, вулас текенсем кĕнекесем çырӑнса илчĕç. Библиотека ертÿçи ачасене наркомани сиенĕ çинчен кĕскен каласа ӑнлантарчĕ. Ачасем стена çине çакнӑ çан ÿкерчĕкĕсене те пӑхса çаврӑнчĕç. Хӑйсен сӑнĕсене курсан хаваслансах кайрĕç.

Урама тухсан та ачасем кану вырӑнĕнче хӑйсем илнĕ кĕнекесене вулама пуçларĕç. Вĕсемшĕн чӑннипех те çак тĕл пулу усӑллӑ пулчĕ.