Нарăс уйахен 19- мěшěнче вěренекенсем пурте уяв концертне пухăнчěç

Нарăс уйахĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа 22-мĕшчен Чăваш чĕлхи эрни тесе палăртрăмăр. Класс сехечĕсенче вĕренекенсем чǎваш чĕлхи тĕнче уçлǎхне çити вĕçсе хǎпарни, тĕпсĕр тинĕсре  янрани çинчен пĕлчеç.  Пирĕн чăвашсен Улăпĕ Иван Яковлевич Яковлев синчен нумай калаçрĕç. Учёнǎйсем шутланǎ тǎрǎх, çĕр чǎмǎрĕ çинче пĕтĕмпе 5641 тĕрлĕ чĕлхе. Чǎваш чĕлхине халǎх темиçе ĕмĕр хушши аталантарнǎ, якатнǎ. Çавǎнпа çепĕç те, ырǎ та, асамлǎ та пирĕн чĕлхе. Пирĕншĕн чи хаклă, чи юратнă, чи çывăх чĕлхечăваш чĕлхи. Эпир Чăваш енре чăвашла калаçса пурăнатпăр.Тăван çĕр-шыв анне пекех пĕрре. Ăна суйлама та, сутăн илме те çук. Чăваш чĕлхи эрнинче вара шкулта пурте чăвашла кăна калаçма, плана кĕртнĕ мероприятисене активлă хутшăнма  калаçса татăлтăмăр.

 

          Туссем калаçнǎ чух тǎван чĕлхемĕм

          Шур акǎш тĕкĕ евĕр эс çемçе.

          Санпа ман халǎх чунĕ те илемлĕ.

          Çурет çулте те çĕр çинче вĕçсе.

 

Савар, мухтар чĕлхемĕре, ǎна усрар чыс-хисепре. Унпа эпир ĕçе вĕреннĕ, чǎн тÿпене çити çĕкленнĕ.

Нарăс уйахен 19- мěшěнче  вěренекенсем пурте уяв концертне пухăнчěç. Ачасем чăваш юррисемпе такмакěсене  шăрантарчěç, чăваш ташши ташларěç, вăйăсем вылярěç, чăвашсен йăлана кěнě уявěсемпе паллаштарчěç. Маттурсем иккен Москакасси ачисем!