Ҫĕнĕ 2019-мĕш ҫул ҫывхарса та ҫывхарсах килет. Ҫĕнĕ ҫул уявĕ яланах чи юратнă уявсенчен пĕри пулса тăрать ачасемшĕн те, ҫитĕннисемшĕн те… Ҫак уява эпир яланах темле асамлă туйăмпа кĕтетпĕр – килсе ҫитекен ҫул хăйпе пĕрле мĕн те пулин асамли, илемли, ҫĕнни илсе килессе шанатпăр. Уява пур ҫын та малтанах хатĕрленме пуҫлать – чăрăш йывăҫҫине, кил-ҫурта капăрлатать, ҫĕнĕ ҫи-пуҫ илме васкать, парнесем илсе хатĕрлет… Ҫĕнĕ ҫул пăтăрмахĕ – чи юратнă, хаваслă пăтăрмахсенчен пĕри!!!
Москакассинчи вăтам шкулта вĕренекен ачасем те чăтăмсăррăн кĕтрĕç çак уява. Паян, раштав уйахен 29-мěшěнче, 1-11–мěш класра вĕренекенсем тулли кăмăлпа Çěнĕ çул уявне пуçтаранчĕç. Çĕн çул ташшисене ташларĕç, юрăсем юрларĕç, Хĕл Мучипе Юр пике ачасене парнесемпе савăнтарчĕç!