Виççĕмĕшсем чăваш халăхĕн «Хырпа Чăрăш тата Уртăш мĕншĕн яланах симĕс» ятлă юмахĕ тăрăх спектакль кăтартрĕç.

      Паян виççĕмĕш класс ачисем хăйсем патне хăнана кĕçĕн  классенчи ачасене йыхравларĕç. Вĕсем пурне те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç те, тĕлĕнтерчĕç  те. Виççĕмĕшсем чăваш халăхĕн  «Хырпа Чăрăш тата Уртăш мĕншĕн  яланах  симĕс»  ятлă юмахĕ тăрăх  спектакль кăтартрĕç. 

    Пĕчĕк Кайăк инкеке лекнĕ. Вăл çунатне хуçнă,  çавăнпа вĕçсе каяйман.  Кайăк хурăнран, юманран, йăмраран пулăшу ыйтать, анчах пулăшăва  кĕтсе илеймест. Кайăка питĕ шел.  Юмах ырăпа вĕçленет. Аманнă кайăка Чăрăш, Хыр, Уртăш хăйсен хÿтлĕхне йышăнаççĕ, хĕл каçма хваттере яраççĕ. Çавăнпа  Сивĕ  Çил вĕсене  яланах  симĕс  тумпа  хăварать.

    Питĕ ăста вылярĕç пĕчĕк артистсем. Куракансем кăмăллăн саланчĕç. 

   Ку  спектакль  виççĕмĕш класс  ачисенчен  Çĕнĕ çул парни пулчĕ.

   Пурне те çывхарса килекен  Çĕнĕ çул уявĕ ячĕпе саламлатпăр, ырлăх-сывлăх сунатпăр,                            «5» тата «4» паллăсем  кăна  илме  сĕнетпĕр!