Мероприяти çемьери чи хаклă çынсене — аннесене, аттесене, асаннесемпе асаттесене хаклама, вĕсене хисеплеме вĕрентес тĕллевпе иртрĕ.

Анне, атте – кашни çыншăн çав тери çывăх, ĕмĕр манми сăмахсем. Мĕнле манăн-ха çак сăмахсене?! Пире атте-анне çуратса, мĕн пĕчĕкрен юратса, ачашласа пăхса ÿстереççĕ. Вĕрентсе пырса анлă пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ.

Анне пулсан – тĕнче хитре.

Атте пулсан – кун çул хавас.

Çемье пулсан – телей тулли.

Юрлать пĕр вĕçĕм чун-чĕре.

Москакасси шкулĕнчи 5-10 классенче вĕренекен ачасем паян 2017 çулпа, Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкĕпе сыв пуллашрĕç.  Шкулта Атте-аннене  халалланă илемлĕрен те илемлĕ уяв иртрĕ. Ачасем атте-анне çинчен сăвăсем вуларĕç, илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç. Уйрăмах пурне те 8-мĕш класра вĕренекен Ирина Чубарова шăрантарнă юрăсем кăмăла кайрĕç. Мероприяти  çемьери чи хаклă çынсене — аннесене, аттесене, асаннесемпе асаттесене  хаклама, вĕсене хисеплеме вĕрентес тĕллевпе иртрĕ. Концерта чăвашла ирттерни ачасен çыхăнуллă пуплевне, литература чĕлхине, тавра курăмне, шухăшлавне аталантарма, вĕренекенсен ăс-тăнне, кăмăл-туйăмне вайлатма пулăшать.

Директор çумĕ Васильева Марина Вячеславовна çак уява пуçтарăннă ятпа пурне те саламларĕ. 2017 çула ăсатса ярса 2018-мĕшне тулли те савăк кăмăлпа кĕтсе илме ăнăçу сунчĕ.