"Халӑх вӗрентӗвӗн пуянлӑхне упраса аталантарса пырсан ҫеҫ чӑваш ҫӗнӗрен чӗрӗлсе малалла кайма пултарать» тӗнчери ытти халӑх йышӗнче тивӗҫлӗ вырӑна тухать, ӗмӗрхи чапне ҫӗнетсе, чӗртсе яма шанчӑк тупать", - тет педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Г.Н.Волков. Чӑваш халӑхӗн виҫӗ пин ҫулти чыслӑ аваллӑхӗ мухтава тивӗҫлӗ. Ҫак халӑх ӗмӗр-ӗмӗр тар юхтарса ӗҫлесе, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетсе, тыр-пул акса, ҫурт-йӗр лартса, хӑмла, улма-ҫырла, пахча, вӑрман ӳстерсе пурӑннӑ.
Мӗнрен килнӗ-ха чӑваш халӑхӗн сӗм аваллӑхран пыракан пархатарӗ? Паллах, авалтан пыракан, ӑруран ӑрӑва куҫакан йӑла-йӗркесенчен. Несӗлсем пирӗн валли пуян еткер хӑварнӑ. Кунта халӑх сӑмахлӑхӗ, ал ӗҫ пултарулӑхӗ, халӑх юрри-ташши кӗреҫҫӗ. Пирӗн ҫак еткерпе усӑ курма пӗлмелле.
Çавна май шкул ачисене хамăр тăрăхри йăла-йеркепе тĕплĕн паллаштармалла. 6-мĕш класра вĕренекенсем районта иртекен «Муркаш районĕ. Йăла-йĕркесем, уявсем» конкурса хутшăнма кăмăл турĕç. Вĕсем çак тăрăхра пирĕн мăн асаттесем ирттернĕ вирĕм (сĕрен) уявне аса илсе сцена çине кăларчĕç. Вирӗм — усал-тӗселе хӑваласа ямалли тури чӑвашсен уявӗ, анатри чӑвашсен сӗрен ятлӑ. Ӑна Мӑнкун умӗн ирттернӗ.
Авалхи йăлана чĕртсе тăратни паянхи çамрăксемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Чăваш йăли-йĕркине сума суни малашлăха çирĕп утăмсемпе утма пулăшать.