Майăн 24-мĕшĕ – пысăк уяв – славянсен çырулăх кунĕ

Майăн 24-мĕшĕ – пысăк уяв – славянсен çырулăх кунĕ. Çак кун 1 «а» класс ачисем патне хăнасем пухăнчĕç: ашшĕ-амăшĕсем, 5 класра вĕренекенсем. «Сывă пул, пĕрремĕш кĕнекемĕр!»-тесе урок-уяв ирттерчĕç.

- Хаклă ачасем, паян эсир «Чăваш букварьне» юлашки хут уçатăр. «Чăваш букварĕ» - сире пĕлÿ çĕр-шывне çул уçса панă пĕрремĕш тус. Ун тăрăх эсир вулама вĕрентĕр,-терĕ пĕрремĕш учитель Светлана Федоровна ачасене саламласа. Уявра ачасем чăвашла сăвăсем каларĕç, юрăсем шăрантарчĕç. Уйрăмах «Азбука» ятлă юрă пурне те килĕшрĕ.

Юлашкинчен ачасем «Букваре» тав сăмахĕ каларĕç:

- Тавтапуç сана, пирĕн хаклă тус, БУКВАРЬ, тавтапуç! Сывă пул!