«Ăста алă» кружока ачасем хаваспах çÿреççĕ

«Ěçчен алă ăста пулнă,» - тенĕ ĕлĕкрен ваттисем. Чăнах та, Москакассинчи вăтам шкулти 4-мĕш класра вĕренекенсем тĕрлĕ тĕслĕ хутсенчен, картонтан  темĕн те ăсталама маттур. «Ăста алă» кружока ачасем хаваспах çÿреççĕ. Мĕн кăна ăсталамаççĕ пуль? Вĕренÿ çулĕ вĕçленсе пынă май ачасем кружок ертÿçине Кожевникова Ирина Федоровнăна илемлĕ тенкел-пукансем туса савăнтарчĕç.

Мĕн пĕчĕкрен çак ăстаçăсем хăйсен пултарулăхне туптаса пыраççĕ. Тен, çапла  юратса ăсталама вĕренни вĕсен пуласлăхне çул уçса парĕ.