Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи эрнине пĕтĕмлетсе Москакасси шкулĕнче пысăк уяв иртрĕ

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи эрнине пĕтĕмлетсе Москакасси шкулĕнче пысăк уяв  иртрĕ. Сак  уява эпир «Чӑваш чӗлхи — чӗкеҫ чӗлхи» ят патăмăр. Кунта 5-9 класри ачасем куракансене чăваш спектаклĕсемпе савăнтарчĕç. 5 класра вĕренекенсем хамăр тăрăхри йăла-йĕркене «Выртмара» сценкăра кăтартса пачĕç. 2017 çул Экологи çулталăкĕ пулнă май çут çанталăка упрамалли çинчен 6-мĕш классем «Сĕткенлĕ хурăн» пьеса лартрĕç. Чăвашсен пĕрремĕш композиторĕ Ф.П. Павлов çуралнăранпа  125 çул çитнине халалласа 7-мĕш класс ачисем унăн пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Ф.П.Павловăн «Судра» комеди сыпăкне 9-мĕш классем сцена çине кăларчĕç. 8-мĕшсем вара А.Галкинăн «Йывăр чир» пьесине куракансем умне çитерчĕç.  «Тăван чěлхепе туслă пулăр, ăна юратăр. Çепěç чăваш чěлхи вара малалла аталансах пытăр, татах та çÿллě шая çěклентěр,»-çак сăмахсемпе вěçлерěмěр чăваш чěлхи эрнине.