2-мĕш класри пĕчĕк артистсем хамăрăн тăван чĕлхепе лартнă В.Сутеевăн «Пĕр михĕ пан улми» спектакль кăтартрĕç

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче илемлĕ зала кĕçĕн класра вĕренекен ачасем пухăнчĕç.  Чи малтан  5-мěш класра вӗренекен Поркина Настя аслă вěрентекенěмěр И.Я.Яковлев пурнăçěпе, ěçě-хěлěпе паллаштарчě. Кайран вара 2-мĕш класри ачасем   хамăрăн тăван чĕлхепе лартнă В.Сутеевăн  «Пĕр михĕ пан улми»  спектакль кăтартрĕç. Чăн-чăн артистсем пек тытрĕç хăйсене вĕренекенсем. Шкул директорĕ Иванов Игорь Александрович  ачасене, класс ертÿçине Миронова Наталия Александровнăна  тав  сăмахĕ каларĕ, пирĕн шкулта нумай çул библиотекарьте ĕçленĕ Тимофеева Галина Аверьяновнăна  спектакль хатĕрлеме пулăшнăшăн  Хисеп хучĕ парса чысларĕ.