Республика шайĕнче иртнĕ конференцинче 2 вырăн

Ака уйăхěн 22-мěшěнче Шупашкарти 47-мěш № -лě вăтам шкулта республикăри наукăпа практика конференцийě иртрě. Унта комиссии членěсем пăхса тухнă хыççăн виççěмěш тура тухнă 140 вěренÿ учрежденийěнчи 296 ěçе чи лайăххисем тесе палăртнă. Çак конкурса пирěн шкулта  5-мěш класра вěренекен Сорокина Екатерина хутшăнма тивěç пулчě. Район шайěнче иртнě конференцире Катя «Асамлă асанне арчи» ятлă тěпчев ěçне хÿтěлесе 2-мěш вырăн çěнсе илчě (рук. Пушкина Ирина Ивановна) Республика шайěнче те «Отечество» енри «Халăх культури» секцире Сорокина Катя аслă класра вěренекенсем хушшинче хăйěн тěпчев ěçне пысăк шайра кăтартма пултарчě, жюри членěсене арчаран кăларнă туприпе тěлěнтерчě. Чăваш писателěсен Союзěн членě, Чăваш Республикин тава тивěçлě культура ěçченě Любимова Альбина Васильевна (Юрату) илемлě чăваш тумне тăхăннă Катьăпа сăн ÿкерттерме те килěшрě. Шкул чысне тивěçлě хÿтěлесе Катя 2-мěш вырăна тухрě, тăван тăрăха çěнтерÿпе таврăнчě.