Пирĕн мĕншĕн юрлас мар, пирĕн мĕншĕн савнас мар?

Сурхи хĕвел пайăркисем таврана ыйхăран вăратаççĕ. Кăн-кăвак чечексен ырă шаршийĕ чăннипех те чуна тыткăнлать, чуна çăмăллăх кÿрет. Сенкер тÿпере, таçта-таçта çÿлте, пĕлĕт айĕнче тăри юррийĕ  илтĕннĕ чух, ытти кайăксем юрă шăрантарнă чух – пирĕн мĕншĕн юрлас мар, пирĕн мĕншĕн савнас мар?

Янкас юрă юрлама
Ш
ăнкăрав пек сассăм пур.
Т
ăван тусăм, юррăма
Итлемешк
ĕн килсе кур!

«Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чăваш юрри,

          Илемлĕ чăваш юрри те юрлама пĕлсен кăна,

Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чăваш ташши,

          Илемлĕ чăваш ташши те ташлама пĕлсен кăна,»- тесе юрлаççĕ чăвашсем. Юрлама, ташлама  пĕлекенĕсем  вара пирĕн чăнах та нумай.

Чăваш чĕлхи эрнинче шкулта кашни кун тенĕ пекех тĕрлĕрен  интереслĕ мероприятисем иртеççĕ. Енер «Шкул пикипе Улăпĕ» конкурс иртрĕ пулсан, паян илемлĕ залра чăваш юррисем шăранчĕç, чăвашла илемлĕ сăвăсем янăрарĕç, залра ларакансене  чăваш  ташшисем куçа илĕртрĕç. Концерта 1-9 класра вĕренекенсем  хутшăнчĕç. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Васильева Марина Вячеславовна паянхи уява йĕркелеме пулăшнăшăн класс ертÿçисене, ташă кружок ертÿçине Петрова Ирина Васильевнăна пысăк тав сăмахĕ каларĕ. Тулли кăмăлпа саланчĕç концертран ашшĕ-амăшĕсем, верентекенсем, ачасем.