Паян та 5-6 классем тата 8-9 классем хушшинче «Тавçăруллисен турнирĕ» иртрĕ

Чăваш чĕлхи эрнинче шкулта кашни кунах тĕрлĕ конкурссем иртеççĕ. Паян та 5-6 классем тата 8-9 классем хушшинче «Тавçăруллисен турнирĕ» иртрĕ. Ачасем икĕ ушкăна пайланса тĕрлĕ станцисем витĕр тухрĕç. Ушкăнри ачасем алăри çул çÿрев маршручĕпе «Чĕлхе станцийĕнче», «Литература станцийĕнче», «Истори станцийĕнче», «Культура станцийĕнче» тата «Юмах станцийĕнче»  пулса хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. Тавçăруллисен станцийĕнче вара ертÿçĕсем вăй виçрĕç. Жюрисем кашни станцире ушкăнсем миçе балл пухнине пăхса тухса çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç. 5-6 классем хушшинче чи пултаруллисем Васильева Радăпа Ванюшкина Даша пулчĕç, 8-9 классенче «Чи тавçăрулли» ята Овчинникова Ульяна, Антонова Настьăпа Семенова Нина тивĕçрĕç.

Чăваш чĕлхипе янăракан сăвă-юрăсем, юмах-халапсем, ваттисен сăмахĕсем, тупмалли юмахсем  илемлĕ, ăслă, тавçăруллă пулма вĕрентеççĕ.