Хĕрсемпе каччăсем тĕрлĕ тĕрĕслевсем витĕр тухса «Шкул пикипе Улăпĕ» ята тивĕçлине шантарса пачĕç

Илемлĕ, хитре…Чăваш çак сăмахсемпе усă курма питĕ юратать. Мĕн  хитре-ха?

Хитре вăрман – çĕмĕрт çурăлнă чух, хурăн çулçи сарăлнă чух, хитре пахча – унта мăкăньсем  тата ытти чечексем шăтнă чух, хитре хир, уй – унта симĕс курăк шатнă чух.

 Савăнпа та юрлаççĕ:

      Хурăн  çулçи çурăлсан

      Килет вăрман илемĕ,

      Хурăн çулçи тăкăнсан

      Каять вăрман илемĕ.

            Мĕнле çынна чăваш хитре тесе хаклать-ха?

 Чăваш юррисенче çак халăх çÿллĕ, çутă сăнла, тулли питлĕ, таса, уçă саслă, çăмăл ураллă çынна хисеплени палăрать. Хитре хĕрсен, авалхи шутпа, тухья тăхăнмалла, мăя шăрçа, çуха çыхмалла, çурăм çине утма ямалла, ума – шÿлкеме, тенкĕ.

              Паллах паянхи пурнăçра хитре тесе эпир тухья тăхăнакан хĕре кăна калаймастпăр. Илемлĕ ятлă пулас килсен чунпа сăпайла пулмалла, кил-çуртра, хуçалăхра ал-ĕç тума пĕлмелле, аслисене хисеплемелле, юрă-ташăра маттур  тата ăслă-тăнлă пулмалла.    

          Чун-чĕрепе, сăн-питпе илемлисем, илеме туякансем, илеме хаклама пĕлекенсем паян «Шкул пикипе Улăпĕ» конкурса пухăнчĕç. Хĕрсемпе каччăсем  тĕрлĕ тĕрĕслевсем витĕр тухса «Шкул пикипе Улăпĕ» ята тивĕçлине шантарса пачĕç. Чи матуррине, чи пултаруллине, чи хитрине палăртма вара жюрисене питĕ йывăр пулчĕ.

              « Сире пурне те пысăк тав паянхи уява хутшăннăшăн. Яланах чун-чĕрере те, сăн-питре те илемлĕх хуçалантăр, сирĕн яланах çирĕп те лайăх кăмăл пултăр, питсенче илĕртÿллĕ кулă ан иксĕлтĕр! Эсир куракансем валли паян чăн-чăн уяв туса патăр! Маттурсем!»- çак сăмахсемпе вĕçлерĕç паянхи конкурса чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Пушкина Ирина Ивановнăпа Васильева Марина Вячеславовна.