Мăн Сĕнтĕр чиркĕвĕн иеромонахĕ Игнатий атте 7-9 класра вĕренекенсемпе тĕл пулчĕ

Мăн Сĕнтĕр чиркĕвĕн иеромонахĕ Игнатий атте 7-9 класра  вĕренекенсемпе  тĕл пулчĕ. Вăл пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерсе тĕрĕс çул суйламалли çинчен каларĕ. «Кашни çын хăйĕн пурнăçĕнче йăнăш тума пултарать. Анчах та çав йăнăшсене вăхăтра тÿрлетсе малалла утмалла»,- терĕ Игнатий атте. Телей çинчен калаçма пуçласан Игнатий атте кашни ачаран  телее мĕнре курнине ыйтса пĕлчĕ. Телей вăл чи малтан атте-анне пурри, вĕсене хисеплени. Аçупа аннÿне хисепле, вара хăвнах лайăх пулĕ, çулу вăрăм килĕ. Çавăн пекех иеромонах ачасене  ытларах вăрлама, суйма, ăмсанма, пĕр-пĕрне сивĕ сăмах калама юраманни çинчен каларĕ. Шкулта вĕренÿре ĕлкĕрсе пыни пурнăçра малашне кирлĕ пуласси çинчен пĕлтерчĕ. Ачасем Игнатий аттене хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем пачĕç, нумай çĕннине пĕлчĕç.

            Чăваш  чĕлхи эрнинче Игнатий атте чăвашла калаçни ачасемшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те кăмăллă пулчĕ.