Кашни çул ака уйǎхĕн 25-мĕшĕнче пĕтĕм чǎваш çынни Чǎваш чĕлхи кунне уявлать

Кашни çул ака уйǎхĕн 25-мĕшĕнче пĕтĕм чǎваш çынни Чǎваш чĕлхи кунне уявлать. Эпир те çак эрнене  чǎваш чĕлхине халаллатпǎр. Тунтикун шкулти линейкăра 5-мĕш класра вĕренекенсем чǎваш чĕлхи тĕнче уçлǎхне çити вĕçсе хǎпарни, тĕпсĕр тинĕсре янрани çинчен пĕлтерчĕç.  Чăваш чĕлхи кунне  1992 çултанпа ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, пирĕн чăвашсен Улăпĕ Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кун паллă тума йышăннă.  Учёнǎйсем шутланǎ тǎрǎх, çĕр чǎмǎрĕ çинче пĕтĕмпе 5641 тĕрлĕ чĕлхе. Чǎваш чĕлхине халǎх темиçе ĕмĕр хушши аталантарнǎ, якатнǎ. Çавǎнпа çепĕç те, ырǎ та, асамлǎ та пирĕн чĕлхе. Пирĕншĕн чи хаклă, чи юратнă, чи çывăх чĕлхе – чăваш чĕлхи. Эпир Чăваш енре чăвашла калаçса пурăнатпăр.Тăван çĕр-шыв анне пекех пĕрре. Ăна суйлама та, сутăн илме те çук. Чăваш чĕлхи эрнинче вара шкулта пурте чăвашла кăна калаçма, плана кĕртнĕ мероприятисене активлă хутшăнма  калаçса татăлтăмăр.

          Туссем калаçнǎ чух тǎван чĕлхемĕм

          Шур акǎш тĕкĕ евĕр эс çемçе.

          Санпа ман халǎх чунĕ те илемлĕ.

          Çурет çулте те çĕр çинче вĕçсе.

 

Савар, мухтар чĕлхемĕре, ǎна усрар чыс-хисепре. Унпа эпир ĕçе вĕреннĕ, чǎн тупене çити çĕкленнĕ.