Ашшĕпе амăшĕн çулталăкне халалланă куравпа паллашрăмăр

2017 çул – Экологи çулталăкĕ. Савна май шкул ачисем тĕрлĕрен конкурссене хутшăнаççĕ, мероприятисем ирттереççĕ. Паян  та 5-мĕш класра вĕренекенсем ялти вулавăша çул тытрĕç. Кунта вĕсене вулавăш ертÿçи Ванюшкина Л.В. Ашшĕпе амăшĕн çулталăкне халалланă  «Вĕсем пире пурнăçпа телей парнелеççĕ» ятлă кĕнеке куравĕпе паллаштарчĕ. Экологи çулталăкĕпе  çыхăннă «Сут çанталăка - хÿтлĕхпе тимлĕх» курава  вырнаçтарнă литература та ачасемшĕн кăсăклă пулчĕ. Любовь Витальевна йĕркеленĕ   «Вырăс халăх юмахĕсенчи экологи теми» ятлă викторинăна  пурте хаваспах хутшăнчĕç.  Вулавăшри   кашни кĕнекене ачасем алла илсе пăхрĕç. Шкул ачисем Ашшĕпе амăшĕн çулталăкне тата çывхарса килекен Чăваш чĕлхи кунне халалласа  хăйсем  вĕреннĕ сăвăсене вуласа пачĕç. Чи маттуррисем Емельянова Вероника, Шарикова Диана, Никифорова Карина, Кузнецова Полина, Кирпичникова Юлия, Колесникова Анастасия пулчĕç.  Москакасси Культура çурчĕн ертÿçи Голубева Г.Г. хамăр тăрăхра  çуралса ÿснĕ Анна Васильевна Брагина паллă  ÿнерçĕ ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Унăн картинисем  тĕрлĕ çĕршыври музейсенче упранаççĕ иккен. Ачасене Анна Васильевна  пултарулăхĕпе паллашни  малашне пысăк ÿсĕмсем тума, ентешĕмĕртен ырă тĕслĕх илме  хавхалантарчĕ.