Кăçал пирĕн çĕршывра экологи çулталăкĕ иртет. Тавралăха тирпейлĕ те таса упрас тесе кашнин тăрăшмалла. Вăл çÿп-çаппа тулса ларасран эпир те нумай ĕç тума пултаратпăр: кирлĕ мар япалана ăçта кирлĕ унта пăрахмастпăр. Вĕсем валли хуласенче ятарлă вырăнсем пур пулсан, ялсенче те пĕр çĕре пухса тивĕçлĕ вырăна ăсатма пулать-çке. Çакна пирĕн шкулта вĕренекен ачасем питĕ лайăх пĕлеççĕ. «Çут çанталăкăн илемĕ, пуянлăхĕ, пуласлăхĕ – пирĕнте, ачасенче. Çут çанталăка упрамалла, юратмалла,» - теççĕ вĕсем. Çавăнпа та экологи проблемипе çыхăннă конкурссенче яланах хутшăнма тăрăшаççĕ. Республика шайĕнче иртекен «Экология важна, людям всем она нужна» район этапĕнчи конкурса пирĕн шкул 3 спектакльпе тухма пултарчĕ. Конкурсăн тĕллевĕ – ачасене мĕн пĕчĕкрен çут çанталăка юратма, сыхлама вĕрентесси.
3 класра вĕренекен çут çанталăк тусĕсем «Цветик-семицветик» юмахра хайсене чăн-чăн артистсем пек кăтартрĕç (ертÿçи Федорова Роза Гурьевна). 6 класра вĕренекен ачасем вара «Сĕткенлĕ хурăн» спектакльпе тухрĕç (ертÿçи Васильева Марина Вячеславовна). Чи пултаруллисен шутенче вара 7 класри «Хĕлхемпе çунакан чĕресем» ушкăн пулчĕ. Вĕсем «Асамлă вăрман» юмахпа 2 вырăн çĕнсе илме пултарчĕç (ертÿçисем Поркина Елена Владисовна тата Васильева Марина Вячеславовна).
Ачасене çакна сунас килет: шкул пурнăçĕ яланах хаваслă, пуян, çутă, интереслĕ пултăр! Вĕренÿри çитĕнÿсем кунсеренех савăнтарччăр! Маттурсем!!!