Черетлĕ урок - Тури чăвашсен музейĕнче

«Шырав» краеведени  кружокĕнче  ăс  пухакан ачасем черетлĕ  урока Муркашри «Тури чăвашсен музейĕнче» ирттерчĕç. Кунта ачасемшĕн пĕлмелли, тĕлĕнмелли нумай пулчĕ. Музей ĕçченĕсем ачасене кашни экспонатпа тĕплĕн  паллаштарчĕç. Аслă Отечественнăй  вăрçă вăхăтĕнче хăйсен пурнăçне шеллемесĕр тăшмана  хирĕç  çапăçнă  паттăрсем çинчен те, чăвашран тухнă Совет Союзĕн пĕрремĕш геройĕ Борис Васильев çинчен те, Муркаш районĕнчен тухнă паллă  çынсем çинчен те чылай  илтрĕç, курчĕç ачасем. Краеведени уйрăмĕнче чăвашсен авалхи  ĕç  хатĕрĕсене тытса пăхнисĕр пуçне кашни хатĕрĕпе мĕнле усă курнине  пăхрĕç. Чăваш çи-пуçĕн илемлĕхĕпе, хĕрсемпе хĕр арăмсен капăрлăх хатĕрĕсемпе ачасене музей  методисчĕ  Валентина Васильевна тĕплĕн паллаштарчĕ. 

Музей ертÿçи Татьяна Валерьяновна  Раççей Федерацийĕн пĕрремĕш Геройĕ , Кашмаш ялĕнче çуралнă Николай Валерьевич Смирнова халалланă материалпа паллаштарчĕ. Николай Смирнов кĕçĕн сержан  паттăрлăхĕ çинчен документлă кинофильм кăтартрĕ.Муркаш районĕн Хисеплĕ гражданинĕ кĕнекене кĕме пултарнă  çынсем çинчен, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе халăхшăн тунă пархатарлă  ĕçĕсем çинчен вуласа пĕлчĕç 5-мĕш класра вĕренекенсем.  Эпир ырă кăмăллă та тарават музей ĕçченĕсене малашне те тачă  çыхăну тытма шантарса тав сăмахĕ калатпăр, çĕнĕрен те çĕнĕ  экспонатсем, пуян материаллă  стендсем, интереслĕ куравсем йĕркелеме  ăнăçу сунатпăр.