Тĕнчери пĕтĕм Хĕрарăмсен кунне, çуркунне çитнине халалласа

Пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче шкул çулне çитичченхи ушкăнра хаваслă  уяв иртрĕ. Илемлĕ зала Ашшĕпе амăшĕн çулталăкне, Тĕнчери пĕтĕм Хĕрарăмсен кунне, çуркунне çитнине халалласа ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем, хăнасем пухăнчĕç.

 

Эпир сире саламлатпăр,

Юратса юрă юрлатпăр.

Сывă пулччăр аттесем,

Ырă чунлă аннесем!

 

Çак сăмахсене çирĕплетсе ачасем юрăсем шăрантарчĕç, сăвăсем, ырă сăмахсем каласа савăнтарчĕç. Арçын ачасем нумайăшĕ ашшĕсем пек çирĕп те патвар ÿсесшĕн, хĕр ачасем вара амăшĕсем пек ырă чунлă та ĕçчен пуласшăн. Çав ятпа уявра тĕрлĕрен интереслĕ вăйăсем, конкурссем иртрĕç. Воспитательсем хĕр ачасемпе амăшĕсене, кукамайсемпе асламашесене çывхарса килекен çурхи уявпа саламласа ăшă сăмахсем каларĕç.