Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкĕ уçăлнине халалланă уяв иртрĕ

Атте, анне – кашни çыншăн çав тери çывăх, ĕмĕр манми сăмахсем. Мĕнле манăн-ха çак сăмахсене?! Пире атте-анне çуратса, мĕн пĕчĕкрен юратса, ачашласа пăхса ÿстереççĕ. Вĕрентсе пырса анлă çул çине кăлараççĕ.

Мĕн авалтанпах ăруран ăрăва, ламран лама пыраççĕ çак сăмахсем. Анне, аннем, аннеçĕм…Атте, аттем, аттеçĕм…Пуплеме тытăннă ачан пĕрремĕш сăмахĕсем! Хаклăран та хаклă, çутăран та çутă, юратнăран та юратнă çынна пĕлтерекен сăмахсем.

Аннене анне тееççĕ,

Аннене илме укçи çук.

Укçи пулсан-пулмасан та –

Аннене сутăн илме çук.

 

Аттене атте тееççĕ

Аттене илме укçи çук

Укçи пулсан-пулмасан та-

Аттене сутăн илме çук.

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев  кăçал   республикӑра Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкӗ  тесе йышӑннӑ. Пирĕн шкулта паян Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкĕ уçăлнине халалланă уяв иртрĕ. Ачасем атте-анне çинчен сăвăсем вуларĕç, илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç. Жюри членĕсем сăвă вулакан ачасене Хисеп хучĕ парса чысларĕç. Паянхи уяв пурне те килĕшрĕ.