Ҫĕнĕ 2017-меш ҫул ҫывхарса та ҫывхарсах килет. Ҫĕнĕ ҫул уявĕ яланах чи юратнă уявсенчен пĕри пулса тăрать ачасемшĕн те, ҫитĕннисемшĕн те… Ҫак уява эпир яланах темле асамлă туйăмпа кĕтетпĕр – килсе ҫитекен ҫул хăйпе пĕрле мĕн те пулин асамли, илемли, ҫĕнни илсе килессе шанатпăр. Уява пур ҫын та малтанах хатĕрленме пуҫлать – чăрăш йывăҫҫине, кил-ҫурта капăрлатать, ҫĕнĕ ҫи-пуҫ илме васкать, парнесем илсе хатĕрлет… Ҫĕнĕ ҫул пăтăрмахĕ – чи юратнă, хаваслă пăтăрмахсенчен пĕри!!!
Москакассинчи вăтам шкулта вĕренекен ачасем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ çак уява. Паян 1-4 класра вĕренекенсем Çĕн çул ташшисене вĕренчĕç, юрăсем юрларĕç. Хĕл Мучипе Юр пикене килĕшессе шанса тăраççĕ ачасем! Çĕн çул уявĕ шкулта раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнче иртĕ, пирĕнпе Çĕнĕ çула кĕтсе илме пурне те чĕнетпĕр!