Вĕренекенсен класс тулашĕнчи пурнăçĕ

Истори тата обществознани предметне вĕрентекен Тарасов Олег Иосифович ертсе пынипе шкулта «Я – гражданин России» кружок ĕçлет. 2016 çул Ĕç çынни çулталăкĕ пулнă май кружокра ачасем Муркаш районĕнчи пултаруллă çынсем çинчен рефератсем çырчĕç, докладсем вуларĕç. Усă курмалли материалсене тĕрлĕ хаçат-журналта шырарĕç. «Хамăр тăрăхри паллă çынсен ĕçĕсем çинчен кашниех пĕлме тивĕç. Вĕсен пултарулăхĕ сирĕншĕн тĕслĕх пулмалла,»-тесе вĕрентет Олег Иосифович.