Кино тата Ēç çынни çулталӑкне пĕтĕмлетсе

 Раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнче Кино тата Ēç çынни çулталӑкне пĕтĕмлетме Москакассинчи  вăтам шкулта вĕренекенсем культура çуртне пухăнчĕç.  Культура çурчĕн ертÿçи Голубева Галина Георгиевна çак çул усӑллӑ тата кӑмӑллӑ иртни çинчен савӑнса пĕлтерчĕ.

      Тепĕр çул Ашшĕ-амӑшĕн тата Экологи çулталӑкĕ пулни çинчен аса илтерчĕ.  Килес çул шкул ачисемпе, ял халӑхĕпе тĕрлĕрен интереслĕ мероприятисем  туса ирттересси çинчен каласа пачĕ, ачасене çывхарса килекен Çĕнĕ Ҫул уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламларĕ Галина Георгиевна.

      Ачасене Çĕнĕ Çула кĕтсе илме культура çурчĕ умĕнче Хĕл Мучи тата Юр Пике кĕлеткисене ӑсталама йыхравларĕ. Чи маттур ачасене вара хаклӑ парнесем парса чысласси пирки пĕлтерчĕ. Сцена çине малтанах шкулта вĕренекен хĕр ачасем тухрĕç. Пĕчĕк артистсем Феоктистова Екатерина, Столярова Анна, Дегтярева Виктория, Чубарова Ирина пурне те уяв ячĕпе илемлӗ юрӑсем парнелерĕç. Юрӑ хыççӑн юрӑ шӑранчĕ. Куракансем вĕсене илемлĕ юрӑсемшĕн тӑвӑллӑн алӑ çупса тав турĕç.

     Марина Вячеславовна Васильева та ачасене çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламларĕ,  культура çуртĕнче ĕçлекенсене  çулталӑк тӑршшĕпех ачасене тĕрлĕрен юмахсем тата киносем кӑтартнӑшӑн тав сӑмахĕ каларĕ. Кино çулĕ вĕçленнĕ май Галина Георгиевна ачасене «Вовочка»ятлă кино кăтартрĕ.

Тулли кăмăлпа саланчĕç ачасем Москакассинчи  культура çуртĕнчен.