Районта ирттернĕ «Муркаш районĕ. Йăла-йĕркесем, уявсем» ятлă конкурсра 1-мĕш выран йышăнчĕç

Çулталăк тăршшĕпех чăваш халăхĕ тĕрлĕ уявсемпе йăла-йĕркесем ирттернĕ.  Авалхи йăлана аса илес тĕлĕшпе краеведени кружокне çÿрекен ачасем те «Выртмара» сценка хатĕрлерĕç. Пиллĕкмĕш класра вĕренекенсем хаваспах ача-пăча сăвви-юррине, ташшисене аса илчĕç. Ку сценкăпа ачасем районта ирттернĕ «Муркаш районĕ. Йăла-йĕркесем, уявсем» ятлă конкурса хутшăнчĕç. Хамăрăн асатте-асаннесен ача чухнехи пурнăçĕпе, юрри-ташшипе паллаштарчĕç залра ларакан ачасене 5-мĕш класра вĕренекенсем. Чăн-чăн артистсем пек вылярĕç сцена çинче Коля Миронов, Настя Поркина, Настя Колесникова, Катя Смирнова, Ксюша Крылова, Максим Поркин, Рома Расколов, Полина Кузнецова. Ытти ушкăнсем хушшинче вĕсем 1-мĕш вырăн йышăнчĕç. Малашне хамăр тăрăхри ытти уявсемпе йăла-йĕркесене те çĕнĕрен чĕртсе халăх умне кăларма тĕллев лартрĕç ачасем.