«Паттăрсем пирĕн хушăрах» ятлă урок-экскурси

Хамăр тăрăхри паллă та сумлă çынсене кашни ача пěлме тивěç. Çак тěллевпе шкул музейĕнче «Паттăрсем пирĕн хушăрах» ятлă урок-экскурси иртрĕ. 3-мĕш класра вĕренекенсене шкул музейĕн экскурсовочĕсем хамăр тăрăхри 17 ял историне, пирĕн шкулăн аталану тапхăрĕсене, Аслă Отечественнăй вăрçă паттăрĕсене, Афганистанпа Чесен республикисенче мирлĕ халăхăн пурнăçне сыхлакансене халалласа уçнă стендсемпе паллаштарчĕç. Хальхи мирлĕ вăхăтра та паттăрлăх кăтартма пулать иккен. Шкултан тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнă çамрăксем çĕр шывăн тĕрлĕ кĕтессисенче хăйсен ĕçĕсемпе вĕренекенсемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ. 7-мĕш класра вĕренекенсем кĕççĕннисене кашнин ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕç.Çакăн пек уроксене кашни класрах ирттерни ачасемшĕн усăллă та интереслĕ.