«Ěçчен алă» кружока хаваспах çÿреççĕ

Т ăваттăмěш класра вěренекенсем кашни эрнерех кěçнерни кун уроксем хыççăн «Ěçчен алă» кружока хаваспах çÿреççĕ. Паян, авăн уйăхĕн 29-мěшĕнче, ăстаçăсем тепловозпа вагонсем ăсталарĕç. Хер ачасем те чечексем çеç мар, тĕрлě техникăпа çыхăннă модельсем тăвассипе кăсăклансах ĕçлерĕç. Кружока ертсе пыраканĕ Ирина Федоровна Кожевникова ачасен ĕçĕпе питě кăмăллă пулчě.