Ташлар-и харăс тăрса, çурхи куншăн савăнса!

                Çитрě, çитрě çуркунне

               Çитрě вăл Чăваш енне

                   Килех ěнтě, хăна пул

               Çу çитиччен кунта пул!

 

Анасене суха ту,

Йăрансене лартса тух,

Симěслентер улăха,

Шанчăк пар эс халăха.  

Эх, мěн тери хěрÿ те хавас вăхăт хуçаланать пирěн таврара. Çуркунне хěвел те хěртерех пăхать. Хěвел ăшшине туйса кайăк-кěшěк те уççăнрах, илемлěрех юрланăн туйăнать.

Çуркунне путек-сурăх та сиккелет, ача-пăча вылямасăр-ташламасăр епле чăтě! Шкул çулне çитичченхи ушкăнри ачасем Андреева О.П., Миронова Н.А., Макарова В.С. ертсе пынипе «Ěç çынна илем кÿрет» ятлă литературăпа музыка композицийě йěркелерěç. Ачасене пăхма ашшě-амăшě те пуçтарăнчě.

            Ачасем суха та турěç, тырă та акрěç, юрă-ташăра ăста пулнине те кăтартрěç.

                Ăста çын пулас тесен

               Пит нумай вěренмелле

               Кайран çанă тавăрса,

               Тăрăшса  ěçлемелле,- çапла сăвăсем каласа савăнтарчěç ачасем куракансене.