Тăван чěлхе – кăмăл-сипетěн, ăс-хакăлăн паха тупри, халăх пуянлăхě. Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче чӑваш халӑхӗ чӑваш чӗлхи кунне паллă тăвать. Çак кун эпир тăван чěлхене пуç таятпăр. «Чӑваш чӗлхи — таван чӗлхе», — ҫакӑн пек ят патăмăр тӑван чӗлхене халалланӑ уява.
Ҫамрӑк ӑрӑва тӑван чӗлхе пуянлӑхӗпе, унӑн йӑли-йӗркипе паллаштарас, тӑван чӗлхене юратма, хисеплеме вӗрентес тӗллевпе пухăнтăмăр паянхи уява. Ачасем сăвăсем каларěç, чăваш юррисене шăрантарчěç, чăваш ташшипе савăнтарчěç. 4-мěш класра вӗренекен Поркина Настя аслă вěрентекенěмěр И.Я.Яковлев пурнăçěпе, ěçě-хěлěпе паллаштарчě. «Тăван чěлхепе туслă пулăр, ăна юратăр. Çепěç чăваш чěлхи вара малалла аталансах пытăр, татах та çÿллě шая çěклентěр,»-çак сăмахсемпе вěçлерěмěр чăваш чěлхи кунне.