Ака уйăхěн 26-мěшěнче чăвашлăх эрни пынă май 8-мěш тата 5-мěш классенче уçă уроксем иртрěç. . 5-класра вěренекенсем М. Мартыновӑн «Юнлӑ ҫырла» калавне пӗтӗмлетсе Ольга Туркайӑн «Пахчари ҫӗмӗрт» лирикӑлла новеллипе паллашрěç.
Ольга Туркайан «Пахчари ҫӗмӗрт» лирикӑлла герой сӑнарне, новелла темине тата тӗп шухӑшне уҫса пама тăрăшрěç. Муркаш районӗнчи Афган вӑрҫинче пулнӑ ветерансемпе паллашрěç.
Ачасенче паттӑрлӑх, хӑюлӑх, туслӑх туйӑмӗ ҫуратас, хайлаври геройсем пек паттӑрсенчен ырӑ тӗслӗх илес туйӑма аталантарас, ачасенче ҫынлӑх, хӗрхенӱлӗх туйӑмӗсене хускатас тěллевпе иртрě çак урок.
Лирикӑлла новеллӑна вуланă май ачасен чун-чĕринче ырă шухăш-туйăм çурални курăнса тăчě. «Пирěн те хайлаври геройсем пек Çěршыва юрăхлă çынсем пулас килет,» - терěç ачасем. Çапла пултăр!