Чăваш, чăваш! Вěрен те савăн,
Вула, шутла, шкула çÿре.
Тăван чěлхем, çапла калатăн
«Яковлева тав чěререн!»
Аслă вěрентекенěмěре И.Я.Яковлева сума суса паян кěçěн класри ачасем асăну каçне ирттерчěç.
Малтанах Настя Поркина чăваш халăхěн Улăпě И.Я.Яковлев çинчен каласа пачě. Иван Яковлевич чăваш халăхне, унăн ачи-пăчине чăвашла вěрентессишěн нумай тăрăшнă. Пěрремěш чăваш алфавитне , «Чăваш букварьне» те кăларнă, тăван халăх вали халал çырса хăварнă.Çапла çěкленÿллěн каласа пачě Настя çак тěлěнмелле пултаруллă çын çинчен.
Малалла ачасем чăваш халăхěн юрри-ташшин илемлěхне туйса илме пултарчěç. Чăвашла сăвăсем, юрăсем, шÿтсем янăрарěç залра.
Юлашкинчен ачасем çапла тупа турěç: «И.Я.Яковлев халалěсене яланах асра тытăпăр! Пурнăçра чăн-чăн çын пуласчě!» Çапла пултăр!