1 место в Республиканском Фестивале музеев образовательных организаций "Сокровища земли чувашской"

Пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче Москакассинчи вăтам шкулта вĕренекен «Ахрăм» ушкăнти  ачасем республика шайĕнче иртекен «Сокровища земли чувашской» музей фестивалĕнче пулчĕç. Финала тухнă вунă шкул хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Москакассинчи вăтам шкулти «Ахрăм» ушкăн 1-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ.

 

Тĕлĕнетĕп чăваш тĕррипе, юрри-ташшипе

Халăха мухтав, -  юрларĕ пирĕн шкулта вĕренекен маттур та пултаруллă  Даша Макарова. Чăнах та, тĕлĕнетпĕр, мухтанатпăр  эпир,чăваш ачисем, хамăрăн чăваш тĕррипе. Ахальтен каламан ĕнтĕ: «Чӑваш Ен - ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗ,»- тесе. Анчах та чăваш тĕррине сыхласа хăварма тĕрĕ ĕçне чунпа парăннă çын пулмалла. Çавăн пек ĕçчен те пултаруллă çынсем пурăнаççĕ пирĕн Муркаш районĕнче.  Анаткас Хачăк ялĕнче пурăнакан Егоровсен çемйи çинчен каласа пачĕç пирĕн ачасем.

Чăн-чăн тăрăшуллă çемье Егоровсен. Еçрен таврăнсан килти хушма хуçалăхра вăй хума та, тăванĕсене, кÿршĕсене, ялта пурăнакансене пулăшма та ĕлкĕрет. Паллах, кил хуçи арăмĕн те алă усса ларма вăхăт çук. Тĕпелте те вăр-вар вăл, алса-чăлха çыхма е тĕрĕ тĕрлеме ларсан та маххă памасть, килти выльăх-чĕрлĕхпе те тупăшлă ĕçлет, пахчара та çум ÿстермест. Килти ĕçсене вĕçлесе кĕнĕ хĕрарăм сĕтел çинчи çипсене илсе тĕрĕ тĕрлеме ларать.

Галина Лазароевнăпа Ирина хатĕрленĕ тĕрĕсемсĕр районта пĕр курав та иртмест.

Курава тӑратнӑ кашни экспонат куҫа илӗртет, чунра ырӑ туйӑм ҫуратать. Курса киленме те, пӑхса тӑранма та май ҫук. Ҫавсене йӑлтах Егоровсен çемйи  ӑсталанӑ, тӗрлӗрен тӗрӗ-эрешпе илемлетнӗ. Мӗн чухлӗ ӑсталӑх, пултарулӑх, тӑрӑшулӑх, чӑтӑмлӑх, хастарлӑх, ыркӑмӑллӑх, чунлӑх палӑрса тӑрать ҫав япаласенче. Кашни япали – пысӑк пуянлӑх. Харпӑр хӑй илемлетсе ӑсталанӑ ӗҫсене нимӗнле укҫапа та виҫме май ҫук. Вӗсене ӑшӑ куҫпа та чунпа ҫеҫ хаклама пулать. Кашни япалинех юратса тунӑ. Ҫавӑнпа илемлӗ те вӗсем, ҫавӑнпа чуна тыткӑнлаҫҫӗ те.Егоровсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă хыççăн ытарлăн çапла калас килет. Чăвашлăха аталантаракан çынсем пур чухне пирĕн чăваш чĕлхин те, чăваш тĕррин те, чăваш халăхĕн те малашлăхĕ пур.

 

Иккĕмĕш турта ачасем шкути музейра упранакан кĕсле инструменчĕ пирки каласа пачĕç. Ку кĕслене Савельевсен çемйи истори учительне Олег Иосифовича парнеленĕ. Саланса пĕтнĕ музыка инструментне Тарасов Олег Иосифовичпа Иванов Юрий Юрьевич пĕчĕк пайсенчен чăн-чăн маçтăрсем пек пуçтарса лартрĕç. Пирĕн музейра çавăн пек инструмент пурришĕн ачасем мухтанса, хавхаланса каласа пачĕç.

 

Виççĕмĕш тур валли  эпир стенд хатĕрлесе кайрăмăр. Муркаш районне кĕрекен Анаткас Хачăк ялĕнче пурăнакан Егровсен çемйи çинчен информаци тата сăн ÿкерчĕкĕсене пухса илемлĕ стенд турăмăр.

 

Çак конкурссене пĕтĕмлетсе пире жюри членĕсем 1-мĕш вырăн пачĕç. Чăнах та, маттур та пултаруллă иккен пирĕн шкулта вĕренекен ачасем.

Чăваш тĕнчи - эс те эп,
Хамăрăн пĕтми хисеп

Çĕр чăмăрĕн пĕр чĕптĕмĕ эпир,

Тымарсемпе тĕнче кăкне тытатпăр

 

Çак сăмахсемпе вĕçлерĕç Муркаш районне кĕрекен Москакассинчи  вăтам шкулти ачасем хăйсен ĕçне пĕтĕмлетсе.