Илемлĕ, хитре… Чăваш çак сăмахсемпе усă курма юратать. Мĕн хитре?
Хитре вăрман – çĕмĕрт çурăлнă чух, хурăн çулçи сарăлнă чух, хитре пахча – унта мăкăньсем тата ытти чечексем шăтнă чух, хитре хир, уй – унта симĕс курăк шăтнă чух. Çавăнпа та юрлаççĕ:
Хурăн çулçи çурăлсан
Килет вăрман илемĕ,
Хурăн çулçи тăкăнсан
Каять вăрман илемĕ.
Мĕнле çынна , мĕнле хĕре чăваш хитре тесе хаклать-ха? Паллах, паянхи пурнăçра хитре тесе эпир тухъя тăхăнакан хĕре кăна каламастпăр. Илемлĕ ятлă пулас килсен чунпа сăпайлă пулмалла, кил-çуртра, хуçалăхра ал-ĕç тума пĕлмелле, аслисене хисеплемелле, юрă-ташăра маттур тата ăслă-тăнлă пулмалла. Çапла илемлĕ хĕрсене шыраса çурхи илемлĕ кун илемлĕ уяв
«Шкул пики - 2016» ирттерме пухăнтăмăр эпир çак илемлĕ зала. Кашни класран чи маттурри хутшăнчĕ конкурса. Хĕрсем тĕрлĕ тĕрĕслевсем витĕр тухса «Шкул пики» ята тивĕçме тăрăшрĕç.
Пĕрремĕш конкурсра хăйсем çинчен каласа пачĕç, çывăхрах паллаштарчĕç.
Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чăваш тĕрри,
Илемлĕ чăваш тĕрри те тĕрлеме пĕлсен кăна.
Конкурсра эпир пирĕн пикесем тĕрĕ-эреш ячĕсене пĕлнине тĕрĕслерĕмĕр, 1-4 класра вĕренекен пĕчĕк хĕрсем вара хутран касса кăларнă хĕрарăм кĕписене ÿкерсе капăрлатассипе кĕрешрĕç.
Хĕрсен сăвви, хĕрсен кĕвви
Чуна çĕклентерет.
Хĕрсен юрри, хĕрсен ташши
Савăк кăмăл пиллет.
«Юрăсăр, ташăсăр мĕнле пурăнан: пурнăç çук, савнăç çук»,-тенĕ ваттисем. «Юрă – чун уççи»,-хушса хуратпăр эпир паянхи хĕрсен пултарулăх конкурсне малалла тăснă май. Чăнах та, епле маттур иккен пирĕн хĕрсем! Чăн-чăн артистсем тесе калăн. Кашниех хăйнеевĕрлĕ номерпе тĕлĕнтерчĕ жюрисемпе куракансене.
Эпир – Улăп йăхĕнчен,
«Атăлçи-тăван кил!»-тетпĕр,
Туссене мĕн пур енчен
Çăкăр-тăварпа кĕтетпĕр,
Сиплĕ симпылпа сăйлатпăр,
Çул çине телей сунатпăр.
Чăваш халăхĕ мĕнле кăна апат-çимĕç хатĕрлеме пĕлмест пулĕ?
Кокурса та хĕрсем пушшăн килмен. Тутлă апат-çимĕçпе хăналарĕç жюрисене пикесем.
Паянхи конкурсра хутшăнакансем чăваш тумне тăхăнни уйрăмах илемлĕ те кăмăллă пулчĕ.
Хумхануллă та ответлă самант! Паянхи уява пĕтĕмлетсе жюрисен сăмах калама та вăхăт çитрĕ.
1-4 класра вĕренекесем хушшинче:
Феоктистова Екатерина (2 класс) – «Чи сăпайли, капăрри» номинаци çĕнтерÿçи
Пушкина Надежда (3 класс) – «Чи маттурри, илемли» номинаци çĕнтерÿçи
Васильева Ангелина (4 класс) – «Чи пултарулли, хÿхĕмми» номинаци çĕнтерÿçи
Чи сăпайли, чи капăрри, чи маттурри, чи илемли, чи пултарулли, чи хÿхĕмми ята вара 1-мĕш класра вĕренекен Архипова Ульяна çĕнсе илчĕ.
5-9 класра вĕренекесем хушшинче:
Антонова Ирина (5 класс) – «Чи сăпайли» номинаци çĕнтерÿçи
Полякова Анна (6 класс) – «Чи хÿхĕмми» номинаци çĕнтерÿçи
Овчинникова Ульяна (7 класс) – «Чи пултарулли» номинаци çĕнтерÿçи
Феоктистова Татьяна (8 класс) – «Чи маттурри» номинаци çĕнтерÿçи
Чи сăпайли, чи капăрри, чи маттурри, чи илемли, чи пултарулли, чи хÿхĕмми ята вара 9-мĕш класра вĕренекен Макарова Даша çĕнсе илчĕ.
Архипова Ульянăпа Макарова Даша – ШКУЛ ПИКИСЕМ-2016.
Саламлатпăр! Яланах чун-чĕрере те, сăн-питре те илемлĕх хуçалантăр, сирĕн яланах çирĕп те лайăх кăмăл пултăр, питсенче илĕртÿллĕ кулă ан иксĕлтĕр!