Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе

Паян,  пуш  уйăхĕн 4-мĕшĕнче, Москакассинчи вăтам шкулта Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе уяв концерчĕ иртрĕ. 5-мĕш класра вĕренекен ачасем илемлĕ юрăсем юрласа, сăвăсем каласа, ташласа савăнтарчĕç. Аннесене, асаннесемпе кукамайсене саламласа сăвăсем каларĕç. Уйрăмах Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявĕнче аннесене саламлас килет. Аннесем пире илемлĕ  çут тĕнче курма пурнăç парса, çунат хушса вăй илме кăкăр сĕчĕпе ÿстереççĕ. Мĕнле тав тумалла-ха пирĕн аннесене? Аннене яланах хисеплемелле,  нихăçан та пĕр сивĕ сăмахпа та, киревсĕр ĕçпе те кÿрентермелле мар.

Эх, аннеçĕм, пĕртен-пĕр анне

Эс пире çуратан, ÿстерен,

Ашăтатăн чуна-чĕрене,-

Çук санран çывăх çын тĕнчере.

 

Уяв умĕнхи кун ачасенчен чĕрĕ чечек çыххи илме вĕрентекенсемшĕн питĕ кăмăллă пулчĕ, çуркунне çитнине пĕлтерчĕ. Шкул ертÿçи Игорь Александрович 5-мĕш класра вĕренекен ачасене  илемлĕ концертпа савăнтарнăшăн  тав сăмахĕ каларĕ.